Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пир-авӑр словарӗ

Ӑсчахсем, археологсем каланӑ тӑрӑх, пир-авар тӗртмелли, туса илмелли хатӗрсемпе бронза ӗмӗрӗ пуҫламӑшӗнчех усӑ курнӑ. Малтан пире ура ҫинче тӑрса, ҫиппине ҫӳлтен аялалла карса, ун ҫине урлӑ ҫиппине хурса хӗстерсе пымалли стансемпе тӗртнӗ. Каярахпа кӑнтӑракан ҫиппине тӑрӑхпа карса урлӑ хывакан ураҫа ҫиппине уҫса хӗстермелли стансем йӑлана кӗнӗ. Казахсем ҫакӑн пек ансат стана ормек, урмак теҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче урмак сӑмах авалхи ятра, хушаматра кӑна сыхланса юлнӑ. Пир тӗртмелли хатӗре 150-200 ҫул ӗнтӗ чӑвашсем пир станӗ, пир вырӑнӗ ятпа палӑртаҫҫӗ, авал ирмек тени паллӑ. Пир тӗртмелли хатӗрсене кӑнтӑр енчен илсе килни чӗлхери ытти сӑмахра та курӑнать. Тӗслӗхсем: - Пир - биз /з-р/ /Перси/; кантӑр - кандир, кендыр /тӗрӗк/; ҫип - ил, эпип /тӗрӗк/.
Пир-авӑрпа ҫыхӑннӑ хатӗрсене, ят сӑмахсене, вӗсен пӗлтерӗшӗсене пӗр словаре пухса пуҫтартӑм, вулӑр, паллашӑр.

Алшӑлли — полотенце. Ятарлӑ касса пӳкленӗ, тӗрленӗ пир татки. Ҫӑвӑнсан алшӑллипе ал, пит шӑлаҫҫӗ.
Арла — прясть. Ҫип арла /а./, сӳс а., ҫӑм а. Ҫипе кӗнчеле пуҫӗ, хӑми ҫине ҫыхнӑ /сӳс, ҫӑм/ ҫыххинчен сӗвеме туртса, йӗкепе пӳрнесемпе пӗтӗрсе арлаҫҫӗ —ҫиппине йӗке ҫине авра-авра пыраҫҫӗ.
Арламалли урапа — самопрялка. Кӗнчеле вырӑнне шутласа тунӑ, сӗвем ҫиппине пӗтӗрсе пыракан, урапа пусса ҫаврӑнса тӑракан механизм. Сӳс, ҫӑм арламалли арман теме те юрать.
Арланӑ ҫип — пряжа. Ҫип сӑмаха вулӑр.
Ӑса — челнок. Ткацкий челнок. Ҫӗpe ҫинчи ҫипе пир ҫине урлӑ хума кирлӗ хатӗр. Ӑса /а/ сӑмси, ӑ. хушши, ӑ. ҫӗри, ӑ. ҫӗрин патакӗ, унӑн лакӑмӗ.

* * *

Виҫе — мера длины — тӑрӑх виҫи. Авалхи чӑвашсен тӑрӑх виҫисем, виҫмелли хатӗрӗсем, йышӑнусем.
— рука. Длина руки от плеча до среднего пальца. Алӑ тӑршшӗ - икӗ хур. Пӗр хур — 40 см.
Ал тупанӗ — ладонь. Алтупан. Сарлакашӗ виҫӗ вершок. Вершок 4,45/4,40/ см.
Вар сыппи — вершок. Пӳрне ҫинчен вулӑр.
Кунчала, кунча, кӑнча — 1. Мера ниток. Ҫип виҫи. Пӗр кунчара пӗр сӳре е пӗр тӑрӑх е 4/6/ хутор, е 16/24/ хур /хор/, е 8/12/ м.
2. Кунча — ҫивӗчлесе ҫыхнӑ ҫип пуххи. Кунча тума кӑшкарсенчи ҫипсене сӗвемлесе /виҫӗ ҫипрен/ сӳре /сӳреке/ ҫине караҫҫӗ /кӑмаҫҫӗ/. Сӗвеме иккӗ-таваттӑллӑ та пулать. Пулас пир сарлакӑшне пӑхса 30, 40, 60, 80 сум /сумра 3 ҫип/ ҫиппине сӳрекке ҫине кӑмаҫҫӗ. Кӑмса пӗтерсен ҫиппине-пуххине кассан, пӗрчӗн-пӗрчӗн йӑлласа ҫыхсан ҫип пуххине кӑнча туса, ҫивӗчлесе ҫыхаҫҫӗ, стан ҫине кӑмаҫҫӗ.
Пӳрне — палец, длина пальца. Пӗр пӳрни — виҫӗ сыпӑк, пӗр ал тупанӗ, виҫӗ вершок. /13,2-13,35 см/.
Пӳрне сыппи — вершок. Вӗл шӗвӗр пӳрнен варринчи сыпӑкӗ, вар сыпӑкӗ, вар сыппи ятлӑ. Вершок — 4,40 см, йышӑннӑ тӑрӑх.
Сум — система счета и единица счета. Шут йӗрки. 1. Пӗр сум 2 е 3, е 4 ҫип шучӗн йӗрки. 2. 1 сум — 1 тенкӗ укҫа шутӗнче. Пӗрре е виҫҫӗ е урӑхла шут урлӑ сумласа шутлани.
Сӳре — 1. Сновальня. Ҫип куммалли хатӗр. Сӳре, сӳрекке сӑмаха вулӑр.
2. Виҫе. Пӗр сӳре — пӗр тӑрӑх, 16/24/хур, 8/12/метр.
Ҫухрӑм — верста, километр. Ҫухӑр /крик/ сӑмахран. Пӗри ҫухӗрнине тепри илтекен тӑрӑх, хушӑ. I Павел патша вӑхӑтӗнчи ҫухӑрнӑ-илтӗннӗ хушӑ — 280 аршӑн, 200 м шутланнӑ.
Утӑм — шаг, длина шага. Акалчансем 0,762 м, вырӑссем /1835 ҫултан/ пӗр аршӑн — 0,7112 м. Чӑвашсем /халӑхри калаҫура/ 0,7-0,8 м. шутлаҫҫӗ.
Ура лаппи — пядь. Акӑлчансен виҫи фут = 12 дюйм е = 30,48 см. Чӑвашсен шит, шит ҫурӑ — 20 см, 30 см.
Чавса — локоть. Длина локтя. Вырӑссен /йышӑннӑ/ виҫи 0,5 м. Чӑвашсен пир виҫи — 0,4 м. Пӗр чавса — пӗр хур.
Хӑлаҫ — маховая сажень. Хӑлатласа сарнӑ ала хушши — 2,13 м.
Хул — рука, длина руки. Пӗр хул — икӗ хур — 0,8 м.
Хур, хор — ҫyp ал тӑршшӗ. Пӗр чавса. Вырӑссен йышӑннӑ види 0,5 м. Чӑвашсен пир виҫи — пӗр хур 0,4 м.
Хутӑр — мотовила. 1. Длина мотовилы. Вырӑссен — пӗр аршан. Чӑвашсен икӗ хур. 0,8 м.
2. Полная петля ниток на мотовиле. Вырӑссен 4 аршӑн, /2,84/. Чӑвашсен 4 хур /4х0,8ҫЗ,2 м/.
Шит — пядь. Йышӑннӑ тӑрӑх пӗр аршӑнра тӑватӑ шит 18 см. Халӑхри йышанура 20 см. Пӗр шит — ҫурӑ хур.
* * *

Ирмек — стан. Манӑҫа тухнӑ сӑмах. Тура евӗр шӑтӑкла хӗс.
Стан ҫинчи кӑмнӑ ҫиппе уйӑраканӗ, урлӑ ҫиппине ураҫҫине хӗҫпе тӗртсе хӗстерекен хатӗр. Казах чӗлхинче ормек, урмак тесе калаҫҫӗ. Чӑвашсен пиҫиххи, хӑю ҫыхмалли, тӗртмелли ирмек.
Йӗке — веретено. Ҫип арламалли хатӗр. Пушӑ йӗки лайӑхрах ҫавӑрӑнтӑр, пӗтӗрӗнтӗр тесе йывӑрлатма, йӗке ҫине йӗрӗлче, тӑм е тӑхлан ҫӗрӗ тӑхӑнтартаҫҫӗ. Тулли йӗке. Пӗр йӗке ҫип 20-30 м тӑршшӗ пулма пултарать. "Паян виҫӗ йӗке ҫип авӑртӑм".
Йӗп — игла. Чикме, сӑнӑ сӑмахран. Ҫӑрталлӑ, куҫлӑ шӗвӗр вӗҫлӗ ҫипе ҫӑртине тӑхӑнтарса пир-авӑра, тумтире ҫӗлемелли хатӗр. Темиҫе пин ҫул каярах йӗпе пулӑ шӑмминчен, катӑркас, акаци йывӑҫҫисен йӗпписенчен тунӑ. Унтан йӗспе кӗмӗлтен тума вӗреннӗ. ХIV ӗмӗрте Германире хурҫӑ тимӗртен тума пуҫланӑ. Ҫӑртине хӗртсе авса тунӑ. XVII ӗмӗр тӗлне куҫне шӑтарса ҫип вырнаҫмалли енчӗк пуҫлӑ тӗрлӗ йӗп кӑлара пуҫланӑ. Пир ҫӗлемелли йӗп /ҫ.й./, тир ҫ.й., сӑран ҫ.й. Мих ҫ.й. Вӑрӑм й., хулӑн й., кӗске й. Тӗрӗ тӗрлемелли й. Ҫекӗллӗ куҫсӑр й., чӑлха ҫыхмалли пански йӗпписем, майра й., тирмӗч йӗппи /т.й./, чӑваш ҫыххипе алса, чӑлха ҫыхмалли т.й. Машина йӗппи. Унан куҫӗ йӗппи вӗҫӗнче. Тӗнчере йӗпе виҫӗ патшалӑхра кӑна кӑлараҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче — Раҫҫей.
Йӗпсе — игла, иглица, челнок. Йывӑҫ йӗпсе.
Йӗпсе варрине, ҫекӗллӗ вара ҫине сип авраҫҫӗ, кӑмаҫҫӗ. Йӗпсепе шултра ҫӑвӗсене ҫӗлеҫҫӗ, сӗреке, атма ҫыхаҫҫӗ. Йӗпсе ҫинчи ҫипе ҫӗленӗҫемӗн сӳтсе, сӳтӗнтерсе пыраҫҫӗ. Йӗс йӗпсе /й./, алюмини й., пластмасса й., оргстекло й.
Йӗрӗлче — кольцо-грузило. Пушӑ йӗке ҫине тӑхӑнтартакан ҫӗрӗ /ҫ/. Тахлан ҫ. Тӑм ҫ. Чечче ҫ. Йӗс ҫ.
Йӗтӗн — лен. Сӳс тума лартса илекен ӳсентӑран 60-175 см ҫӳллӗш ӳсет. Хӑй тӗллӗн шӑркаланать. 85-90 кунра ҫитӗнсе ҫитет. 75-80% туни, 10-12% варри, 10-12 % арпи-хӑлти. Варринчен 33-40% пуснӑ ҫу тухать. Тунинчен 26-31% сӳс тухать. Ҫип тумалли сус — 15 %. Йӗтӗн сӳсӗнчен арланӑ ҫип мамӑк ҫиппинчен хытӑрах, шывра час ҫӗрмест. Йӗтӗн сӳсӗ кантӑр сӳсӗнчен вӗтӗрех. Раҫҫейре - лен-долгунец йӗтӗне акса таваҫҫӗ. Сӳсне, ҫиппине мӗнле тунине кантӑр сӑмахра вулӑр.
Йӳрек — вьюрок. Ҫип туртмалли, арламалли, ҫавӑрмалли йывӑҫ хупӑлча. /Вьюрок сӑмахран/.
Кантӑр — конопля. Авалтанпа /пин-пин ҫул каярах/ сӳс тума лартса ӳстерекен ӳсен-тӑран. Ама-аҫа чечексенчен, тунисенчен тӑрать. Аҫа кантӑра пуса теҫҫӗ. Кантӑр ӑшша юратать. Ҫy уйӑхӗнче /15-20.05/ акаҫҫӗ, чечеке ларса илсен утӑ /10-15.07/ уйӑхӗнче пусине татаҫҫӗ /ҫумласа илеҫҫӗ/, авӑн /10-15.09/ уйӑхӗнче ҫӑлса-тӑпӑлтарса пуҫтараҫҫӗ, тайӑнтарса тӑратаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ. Типӗте-типӗте вӑррине ҫапса илеҫҫӗ, ҫулҫинчен, арпи-хӑлтинчен тасатаҫҫӗ. Тунине пӑхса /шултра - вӗтӗ/ уйӑраҫҫӗ. Пӗр сум /икӗ ывӑҫ/ кӗлтисене ҫыхаҫҫӗ. Кантар туни 3,5-5 м ҫӳллӗш, 3,5-5 мм хулӑнӑш пулать. Кантӑр варринчен ҫӑвне кӑларсан варрин чӑмлаккине выльӑха ҫитереҫҫӗ.
Хӑй тӑллӗн ӳсекен кантӑр наркӑмӑшлӑ. Вӑл 1-1,5 ҫӳллӗш ӳсет.
Кантӑртан сӳс тӑваҫҫӗ.
Сӳс туни. Кӗлтене ҫыхнӑ кантӑра, йӗтӗне салка /сулӑ/ ҫыхса шывра путарса /кӳлӗре, пӗвере/ 15-18 кун кӗлереҫҫӗ. Кайран кӑларса ҫӗр ҫине сарса хураҫҫӗ, унтан тӑратса сӑхтараҫҫӗ, хӑртаҫҫӗ. Ку ӗҫсене юпа уйӑхӗнче тӑваҫҫӗ. Хӑртнӑ кантӑр, йӗтӗн кӗлтисене лаҫ, сарай, витлӗх айне ҫакса тепӗр ҫулччен /ҫур куннеччен/ типӗтеҫҫӗ. Ҫуркунне тылласа сӳс тӑваҫҫӗ. Сӳс сӑмаха вулӑр.
Кӑнча — пряжа. Сӳрек ҫинчен илсе ҫивӗчленӗ ҫип. Кӑнчана йӑллипе стан пӑти ҫине тӑхӑнтартса /каснӑ тепӗр вӗҫне сӳтсе/, ҫипписене йӑлласа кӗр, хӗҫ витӗр кӑларса чӗлнӗ хӑю е патак ҫине сарса тӑхӑнтартса, пӑявпа стан хивси ҫине туртса авӑрса ҫыхаҫҫӗ, стан ҫине кумаҫҫӗ. Ҫакӑн пек туса хатӗрленӗ стана кӑнча кӑнтарнӑ стан е пир кумнӑ стан тесе калаҫҫӗ.
Кӑтӑрмач — обечка, кӑшкар /к/. К. ҫинчен вулӑр.
Кӑшкар — обечка, обух. Ҫӑка хуппинчен ҫавӑрса тунӑ сарлака кӑшӑл. Кӑтӑрмач кӑшкар ҫине ҫип авраҫҫӗ. — "Кӑшкара хул ҫине /сулахай/ тӑхӑнтартса, алӑпа хӗрринчен тытса ҫип /сылтӑм алӑпа/ ҫӑмхаларӑм".
Кӗнчеле, кӑнчала — прялка. Кукӑр кӗтесленнӗ йывӑҫ е кӗтеслесе касса чиксе тунӑ юпаллӑ, хӑмаллӑ ларкӑчлӑ хатӗр. В.И. Даль словарӗнче кынчала ятлӑ. Ученӑйсем — вырӑсран чӑваша е хирӗҫле куҫнӑ сӑмах тесе тавлашаҫҫӗ. Пайӗсем:
  • кӗнчеле аври, юпи, турачӗ — стойка прялки.
  • Кӗнчеле лаппи — донце прялки.
  • Кӗнчеле ҫыххи - арламалли сӳс, ҫӑм. Кӗнчеле кантри сӗвемне кӗнчеле юпи ҫумне ҫыхмалли кантра.
  • Кӗнчеле тутри — сӗвеме ҫавӑрса хӳтӗлекен тутӑр.
  • Кӗнчеле пуҫӗ — мочка кудели. Сӗвем /сӳс, ҫӑм/ ҫыхнӑ кӗнчеле.

Тураллӑ кӗнчеле, хӑма пуҫлӑ кӗнчеле.
Кӗнчеле арлани — сӳс, ҫӑм сӗвӗмӗнчен пӳрнесемпе /сулахай алӑ/ туртса, йӗкепе ҫавӑрса, /сылтӑм алӑ/ пӗтӗрсе сӳс, ҫӑм пӗрчисенчен ҫип арлаҫҫӗ. Авал ҫичӗ ҫула ҫитнӗ хӗрачасене кӗнчеле арлама вӗрентнӗ. Кӗнчеле арласа ҫип тума чӑвашсем XX ӗмӗрте пӑрахнӑ.
Кӗрӗ, кӗр — нитченки, ниченки, ниты, ремизки. Икӗ хушӑри патак ҫине /аялти, ҫулти/ йӑлласа, варринче ҫипписене тӳлесе пырса, ҫыхса ҫакнӑ ҫип карти. Ҫӳлти, аялти пайӗсенчен, картисенчен тӑрать. Ҫулти кӗрӗ /икӗ кӗрӗ/ патаккисене хӑлтӑрмач урлӑ стан мӑйраки ҫине ҫакаҫҫӗ. Аялти кӗрӗ патаккисем /икӗ кӗрӗ/ ҫине ура /сылтӑм, сулахай/ пусмин кантрисене ҫыхаҫҫӗ. Тӳлленсе тӑракан кӗрӗ /иккӗ/ ҫыххи витӗр кумакан ҫипе ҫекӗлпе, чӗрӗнчекпе туртса кӑлараҫҫӗ. Ӑна тата хӗҫ витӗр кӑларса, хӑйӑ патакӗ ҫине сарса тытса, стан хӗскӗчӗ ҫине туртса ҫыхаҫҫӗ. /Кӑнча сӑмаха вула/.
Ура пусси урлӑ кӗрӗ, кумнӑ кӑнчӑ ҫиппине карса уҫать, хӗҫӗпе урлӑ ҫиппипе хӗстерсе хупать. Кӗрӗ ураҫҫи ҫиппине уҫса хума кирлӗ хатӗр. /Ирмек/.
Кӗр хӑми — кӗрӗ ҫыхмалли, кӗрӗ йӑллине пӗр пек туса илмелли хӑма. Кӗре ҫиппин картине тултарсан ҫипписене пӗрре урлӑ — аялти, ҫӳлти патаккисем ҫине чиксе кӗрӗ ҫыхса тӑваҫҫӗ. Кӗрӗ ҫыхакан ӑста.
Килӗ /кил/ — ступа. 1. кӗрпе килӗ. 2. Сӳс килӗ. 3. Тӑвар килӗ. 4. Кӗпе ҫумалли кил. Сӳсе килӗре тӑваттӑн кисӗппе тӗвеҫҫӗ. Иккӗн, кукӑр катак тӳнкӗҫпе килӗ ҫинчи сӳсе тусе шӑмминчен уйӑраҫҫӗ.
Катак /кисӗп/ — авӑрланса тӑракан, армак-чармак йывӑҫран касса тунӑ авӑрлӑ кисӗп, тӳнкӗҫ.
Кисӗп — пест. Ҫирӗп йывӑҫран касса якатса, вӗҫӗсене ҫавӑрса, тӗмӗлетсе тунӑ тӳнкӗҫ. Ҫурма варрине, алӑпа тытма пилӗклӗ тӑваҫҫӗ.
Майра пуҫ — швейка. Ҫӗвӗ ҫӗлемелли, пире, йӗппе тирсе тытмалли хатӗр. Кӗнчеле евӗр, аври ҫине ҫавӑрса шиш ҫыхнӑ тыткӑч. Вырӑс хӗрарӑмӗсем усӑ курнӑран майра пуҫ тенӗ.
Ормек — казахсен пир тӗртмелли хатӗрӗ. Чӑвашсем ормеке урмак, ирмек тенӗ. Сӑмахӗсем хушамат ячӗсенче кӑна сыхланса юлнӑ. Пир станӗ ҫинчен вулӑр.
Пир — ткань, холст. Кантӑр, йӗтӗн сусӗнчен арласа тунӑ ҫипрен, мамӑк ҫиппинчен тӗртсе авӑртнӑ ҫивитти, пир-авӑр. Пире пир станӗпе тӗртсе хатӗрлеҫҫӗ. Улттӑ, ҫиччӗ, тӑххӑр, вуннӑ, вун пӗр, вун иккӗ пусма /пасма/ пир. Пусма /пасма/ сӗвем, сум ҫипписен шучӗ. Пур ҫӗрте те пӗр мар. Ытларах пӗр пусмара 10 карӑм. Карӑмра пӗр сум. Сум 2-3-4 ҫипрен тӑрать. Ытларах 3 е 4 ҫипрен.
6 пусма 6x10x3 /пасма/ -6-180, 7-210, 12-360 ҫипрен тӑрать. Ҫакӑнтан пир сарлакӑшӗ анлӑланать.
Пир ячӗсем:
  • Кантӑр пирӗ — кантӑр ҫиппинчен тӗртнӗ пир /ҫ.т.п./
  • Катан, катам пир. /кантӑр ҫ. т. п. — ҫӳхе пир — ҫинче ҫ. /10-12 пусмаран/ т.п.
  • Йӗтӗн пир — йӗтӗн ҫ.т.п.
  • Вырӑс пирӗ — фабрикӑра т.п.
  • Хаприк пирӗ — фабрикӑра т.п.
  • Ула пир — улача пир.
  • Улача пир — ула-чӑла, тӗрлӗ тӗслӗ ҫипрен т.п.
  • Пусма пир — ситец, сатин пир. Мамӑк ҫ.т.п
  • Сарӑ пир — пусма пир.
  • Ҫӑлкӑш пир — шултра ҫ.т.п, михӗ ҫӗлемелли пир.

Пир "пӑтти" — тӗртсе кӑларнӑ пире пӗрремӗш хут ҫуса ун ҫинчен кантӑр, йӗтӗн "сӗлӗхне", "сурчӑкне" кӑларни.
Пир пӑтти — пир станне кумсан тата пире тӗртсе пӗтерсен пир ӗҫ ыррине асӑнса ҫинӗ пӑтӑ.
Пир вырӑнӗ — пире стансӑр тӗртмелли вырӑн тата меслет. Ҫип кӑнчине, кирлӗ таран сӳтсе ярса, пир хатӗрӗсем витӗр карса урайне лартнӑ юпапа пире тӗртекенӗ ларакан сак хушшине кумаҫҫӗ. Пир авӑрне пир хатӗрӗсем витӗр карса кумаҫҫӗ. Ытти пир тӗртмелли ӗҫсем станпа ӗҫлекен ӗҫсемпе пӗрех. Пир станӗ ҫинчен вулӑр.
Пир станӗ — ткацкий станок, стан, кросна, став. Стана шутласа тупиччен /механика станӗ 1735 ҫ. Англи/ стан авал пире ансат майпа тӗртнӗ. Тураллӑ икӗ хутлӑ шӑтӑклӑ хӗҫе виҫӗ ураллӑ такан ҫине ҫакнӑ. Ӑна ҫӗклесе ҫипе улӑштарса ирсе тӗртнӗ. Авалхи стансене ирмек, урмак тенӗ.
Стан — картса, шӑтарса тунӑ пайсенчен: — икӗ енчи рамӑсенчен, вӗсене ҫыхӑнтарса тӑракан урлӑ уратасенчен, шӑлтӑрма ҫакмалли икӗ ҫакӑран тӑрать. Стан хыҫне кӑнчана сӳтсе чиксе тӑмалли йывӑҫ пӑта-ҫекӗл лартаҫҫӗ. Умне тӗкевҫӗ ларакан тӗле кӑларса илсе хуракан хӗвсе хураҫҫӗ. Стан ҫумӗнчи хатӗрсем : кӗрӗсене ҫакмалли шӑлтӑрмасем /блок/, ура пуссисем, стан е хӗвсе туйи, юпи. Ӗҫлемелли хатӗрсем — кӗрӗрем, хӗҫ, ӑса, ҫӗрӗ. Ҫӗрӗ тумалли хултӑрчӑ е хултӑркачӑ. Кумнӑ ҫипе уйӑракан хӑю патакӗ.
Пир-авӑрҫӑ — ткач, ткачиха. Тӗкевҫӗ. Пир тӗртекен ӑста.
Пир авӑрҫӑ кӗлли. Обрядовое слово ткачихи. Пир-авӑрҫӑ, кумнӑ стан умне ларсан пирне тӗртме пуҫличчен кӗлӗ сӑмахӗсене калать. Стан ҫине паллӑ вырӑна йӗрӗлчӗ ҫакать.
— Кусса, явӑнса ан ҫӳре, кумнӑ ҫипе ан пӑтрат тет.
Ваттисенчен ырлӑх ыйтать. Килтисене асӑнать, кӗллине ҫапла тӑсать:
Пирӗ пире, кӗпи сире.
Чипер тӗртме куҫ куртӑр.
Урлӑ-пирлӗ ан пултӑр.
Хӗҫ ҫӳретӗр тӑрӑхла,
Ӑсли чуптӑр шакӑртса,
Пир хутшӑнтӑр утасла.
Качча каяс хӗрӗме — сурпанлӑх,
Суха тӑван старике — кӗпелӗх,
Ӳссе пыран ывӑла — шупӑрлӑх.
Ватти-вӗттисене – шурӑ, таса тумтирлӗх.
Эй, пир-авӑр турри /ырри/,
Ҫапла пулма ырлӑх пар!
Ӗҫне тума сывлӑх пар!
Пир ҫапни — ҫуркунне мункун эрнинче пир ҫапма тухнӑ. Пир каски ҫине ҫи витти сарнӑ. Пир авӑрне хунӑ. Хурӑн тукмакӗсемпе 4-6 ҫапнӑ. Пир ҫипписене ҫапса хӗснӗ, сарнӑ, якатнӑ. Пир ҫапнӑ вӑхӑтра тукмак шавӗ тӑнӑ.
Тук-тук-ту, тук-тук-ту тукмаксенчен пит асту... тенӗ. Ҫамрӑксене пир ҫапма вӗрентнӗ. Ҫапнӑ пире туртса енӗсене танлаштарнӑ, ҫирӗп чӗркенӗ, шурӑ тутӑрпа ҫыхса ҫӳпҫене тӑратса хунӑ. Кирлӗ кунра кӗпе-йӗм ҫӗленӗ.
Пире шуратни, типӗтни. Пире тӗртсе кӑларсан, темиҫе тӑрӑх авӑр пуҫтарӑнсан ӑна сӗлт шывӗпе, юр шывӗпе темиҫе хут килӗре тӳсе ҫӑваҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн юр нумай вӑхӑт выртакан вырӑна сарса, тӑсса туртса вырттараҫҫӗ. Сӑмаххине, кӗллине калаҫҫӗ.
Шурӑ пул, шурӑ пул.
Шурӑ юр пек шурӑ пул.
Шур пӗлӗт пек ҫемҫе пул.
Шур мамӑк пек ӑшӑ пул.
Пӗрер эрнерен пуҫтараҫҫӗ. Сарай кашти е кусла кашти ҫине ҫӗклесе кӑшӑлласа ҫакаҫҫӗ. Тӳр туртӑнса типме каска пуканӗ /ҫӑка/ хываҫҫӗ.
Пиҫиххи — пояс. Пир пиҫиххи, чӗн пиҫиххи. Пир пиҫиххине тӗртсе е ҫипрен ҫыхса-тӗвӗлесе ҫыхаҫҫӗ, тӑваҫҫӗ. Пиҫиххи, хӑю тӗртмелли стан. Пиҫиххи ҫыхма пӗлекен ӑста. Пиҫиххине пӳрнесем ҫине тӑхӑнтарни ҫипсене улӑштарса авӑрса та ҫыхаҫҫӗ. Мӑйӗсене ӳкерчӗксенче пӑхӑр.
Пурнеске — наперсток. Ҫӗвӗҫ пӳрни ҫине тӑхӑнтаракан кӑшӑл, калпак. Йӗс пӳрнеске /п./, кӗмӗл п., тӗпсӗр п., тӗплӗ п. Пӳрнескене шӗвӗр е вӑта пӳрне ҫине тӑхӑнтараҫҫӗ.
Сӑхман — сукно, ткань. Тӗртнӗ сӑхман, кӗҫҫе сӑхман. Тӑлла сӑхман. Ҫӑм ҫиппинчен тӗртсе тунӑ, шыв яман ҫивитти, сукна — пир. Сӑхмана та пир станӗ ҫинче тӗртеҫҫӗ. Йӑваласа тунӑ кӗҫҫене те вырӑн-вырӑнта сӑхман теҫҫӗ. Тӑлла сӑхмана тӗртсе кӑларнӑ хыҫҫӑн вӗри шывра тытса, сапса, йӑваласа кӗҫҫелентереҫҫӗ. Тӑлла сӑхманран татса ура ҫи тӑлли тӑваҫҫӗ. Вӑл урара ӑшӑ тытать.
Сӑхман /с/ тумтир, с. ҫивитти, с. /одеяло/ утиял, с. алса, с. калпак.
Сӗвӗм — пучок. Пук. Кудель. Пӗр сӗвӗм сӳс /ҫӑм/ ҫип арлама кӗнчеле ҫине ҫыхрӑм. Пӗр сӗвӗм сӳс-пӗр ҫурӑм, пӗр кантӑр кӗлтинчен тухать.
Сӗлтӗ, сӗлт — щелочь. Кӗлрен шӑварса, шывра кӗлерсе тунӑ шыв. Сӗлкӗш шывӗ. Сӗлкӗш шывӗпе кӗпе-йӗме, арланӑ ҫипе, тӗртнӗ пир-авӑра ҫунӑ. Сӗлкӗш шывне катка-пичкери кӗле пӑтратса, нумай кун лартса, тӑрӑлтарса тунӑ.
Сӗреке — сеть. Сӗрекене йӗпеспе ҫыхаҫҫӗ. Сӗрекепе пулӑ тытаҫҫӗ. Сӗреке /с/ карӑмӗ, с. ҫыхмалли йӗпӗс. С. ҫиппи. Ҫыхакан сӗреке карӑмне тытса тӑракан туя. Сӳре, сӳрекке. — 1. Сновальня. 2. Мера длины /пряжи, холста/. Ҫип кармалли хатӗр.
Сӳрекке тӑршшӗ 8 аршӑн /1 ар. - 0,7 м./, сарлакӑшӗ икӗ аршӑн. Икӗ вӗҫӗнче 8-10 шӑл, айккинче икӗ /сӗкӗм/ шӑл.
Сӳреке ҫине, шӑлӗсем ҫине, 2-шер е 4-шар ҫиппӗн /сумӑн/ карӑнтарса каялла-малалла утса ҫип кумаҫҫӗ. Сӗкӗм шӑлӗсен тӗлӗнче икӗ енчен те сумӗсене шутласа карталаса тӗрӗллӗ /урӑх тӗслӗ/ ҫип ҫыхаҫҫӗ. Ҫипписене /шутне/ хӗҫ шӑлӗсен тӑрӑх, хӗҫ сарлакӑшне пӑхса кумаҫҫӗ. Ҫакна ҫип кумни теҫҫӗ. Кумса пӗтӗрсен кумкӑҫ ҫиппине сӗкӗм шӑлӗсен тӗлӗнче татаҫҫӗ. Сӳреке ҫинчен илсе ҫурмаран пайӑркаласа, йӑлласа кӑнча ҫыхаҫҫӗ.
Кӑнчана, ҫипписене йӑлласа пир станӗ ҫине кумаҫҫӗ.
Сӳс — волокно, кудель. Пенька. Кантӑр, йӗтӗн, вӗлтрен туни ҫинчи сийӗ. Вӑл ҫӳхе, сӳсен, тӳсен сӳсленет. Сӳсе кантӑртан, йӗтӗнрен тӑваҫҫӗ. /Вӗсем ҫинчен вулӑр/. Кантӑрӑн сийӗ виҫӗ хутлӑ. Шӳтернӗ, типӗтнӗ кантӑра тепӗр ҫулхи ҫуркунне тыллаҫҫӗ. Тылласа, урлӑ кашта ҫине ҫапса туни-шӑммисенчен уйӑраҫҫӗ, ҫакса типӗтеҫҫӗ. Пилӗк ҫурӑм /виҫе ячӗ/ кӗлтери сӳсе пӗр хулӑма ҫавӑрса хураҫҫӗ.
Кантӑра, пусине, йӗтӗне тылласа пӗтӗрсен, сӳсне типӗтсен ҫурӑм хулӑмӗсене /сӳсе/ килӗре /ступа/ кисеппе тӗвеҫҫӗ, сӳс пӗрчисене вӗтетеҫҫӗ.
1 хут — ҫиелти сӳсне шӑртласа чавса илеҫҫӗ. Ӑна ҫиелти, тулти, пысӑкки сӳсӗ теҫҫӗ, Н.И. Ашмарин словарӗнче пысӑк тапа тесе ҫырнӑ.
2 хут — ҫинче сӳсне шӑртласа илеҫҫӗ.
Пирӗн енче ӑна вӑта ҫӗр сӳсӗ теҫҫӗ. Пусапа йӗтӗн сӳсне урӑх чавмаҫҫӗ, уйӑрмаҫҫӗ.
3 хут — варпуҫҫи /кантӑрӑн варринчи, пуҫламӑшӗнчи/ сӳсне шӑртласа илеҫҫӗ. Вӗсене, виҫӗ уйрӑмӗсене те, авӑрса сӗвемлеҫҫӗ, кӗнчелеҫҫӗ. Виҫӗ тӗслӗ сӳсрен виҫӗ тӗрлӗ, ятлӑ ҫип арлаҫҫӗ. Ҫипписене те сус ячӗпех асӑнаҫҫӗ.
Ҫип тунисӗр пуҫне сӳсрен кантра яваҫҫӗ. Сӳспе пӳрт мӑклаҫҫӗ.
Сӳсе сӑмалара шӳтерсе кимӗ хӑмисен хушшине ҫапса чикеҫҫӗ, шыва пӑкӑлаҫҫӗ. Сӳспе стройкӑсенче усӑ кураҫҫӗ.
Ҫӑмха — клубок. Ҫипе авӑрса ҫӑмхаланӑ чӑмӑр, чӑмӑркка, шиш.
Ҫӗвӗҫ — портной. Пир-авӑртан, сукнаран, тиртен тумтир ҫӗлекен. Кашни ҫемьере ҫӗвӗҫ пур. Амӑшӗ хӗрне ҫамрӑклах кӗпе ҫӗлеме, тӗрӗ тӗрлеме вӗрентет. Ҫиелти тумтире, кӗрӗке ятарлӑ ҫӗвӗҫсем ҫӗленӗ. Вӗсем килтен киле ҫӳрӗнӗ, ҫемьесене тумлантарнӑ.
Пӗрремӗш ҫӗвӗ машинине 1755 ҫулта Аслӑ Британире шутласа кӑларнӑ. 1848 ҫулта Америкӑра хӑвӑрт ҫӗлекен машинӑсем кӑларма пуҫланӑ. Нимӗҫсен пурте пӗлекен "Зингер" машинине Раҫҫейре XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче сутма пуҫланӑ, Подольск хулинче 1907 ҫулта кӑларма тӑтӑннӑ.
Чӑвашсем ҫӗвӗ машинипе 1906-10 ҫулсенчен усӑ кураҫҫӗ.
Ҫип — нитки. Ҫипе сӳсрен, мамӑкран, ҫӑмран арласа тӑваҫҫӗ /хими майӗпе тӑвакан ҫипе шута илместпӗр/ Ҫип арлама кӗнчеле, йӗке, арлама пӗлекен ӑста кирлӗ.
Кӗнчеле ҫине ҫыхнӑ сӳс сӗвемне пӳрнесемпе турта-турта кӑларса пырса, пӗрчисене, туртӑмӗсене йӗке ҫине йӑлласа ҫавӑрса-пӗтӗрсе ҫип тӑваҫҫӗ, арлаҫҫӗ. Тулли мар йӗке ҫине йывӑрлатма йӗрӗлче/к/ тӑхӑнтартаҫҫӗ.
Виҫӗ тӗрлӗ /кантӑр/, икӗ тӗрлӗ /йӗтӗн, пуса/ сӳсрен ҫичӗ тӗрлӗ ҫип арлаҫҫӗ.
Пӗр йӗкере 50-60 метр ҫип тӑршшӗ. Пӗр каҫра лайӑх ӑста 3-4 йӗке ҫип арлать.
Пӗр хутӑра /картине/ 4 йӗке ҫип кӗрет. /50-60 м/ х 4 = 200-240 м. Килти ҫын вӑтамран уйӑхне пилӗк хутӑр, хӗлӗпе 30 хутӑр ҫип арлать /6000-7200 м/.
Пир тӗртмелли ҫип — нити для ткания холста. Пир тӗртмелли ҫип тума арланӑ ҫипе хутӑр ҫине шутласа хутӑрлаҫҫӗ. Хутӑр ҫинчен илсе авӑрса ҫыхаҫҫӗ. Малтан хӑй тӗллӗн тӳсе ҫӑваҫҫӗ, "сурчӑкне", йӗрӗлчӗкне кӑлараҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн кӗл кӗлернӗ катка-пичкене ярса шӳтереҫҫӗ. Шӳтернӗ ҫип хутӑрӗсене ҫакса сӑрӑхтараҫҫӗ. Ҫӑкӑр пиҫсе тухнӑ кӑмака ӑшне, михӗ ҫине хурса, кӗл чустипе витсе пӗр талӑк лартаҫҫӗ. Лартнӑ вӑхӑтра "Шурӑ пул, шура пул - акӑшсем пек шурӑ пул" тесе калаҫҫӗ. Тепӗр кунне кӑларса миххе е карҫинккасене тултарса е ҫӑл куҫне, е кӳлӗри, е пӗвери вак умне кайса ҫичӗ хут шыв улӑштарса ҫӑваҫҫӗ.
Киле таврӑнсан ҫӑмартана /7-10, темиҫе/ пӗр витре сӗтпе юраҫҫӗ, унтан каткана яраҫҫӗ. Ҫавӑ каткара ҫипе ярса кӗлереҫҫӗ. Ҫип ҫемҫелтӗр, тӗртнӗ пирте ҫыпӑҫса тӑтӑр тесе калаҫҫӗ.
Хутӑр ҫиппине кӑларса типӗтсен ян йывӑҫҫи ҫине хурса /пирӗн енче "ян" — ҫунатлӑ хутӑр ятлӑ/, йӗкесем тӑхӑнтартса, сарса ҫипе сӳтсе ҫӑмха ҫине е кӑшкар ҫине ҫӑмхалаҫҫӗ. Ҫипе якатса пыма йӳрек тӑхӑнтартаҫҫӗ. Ҫапла пир тӗртмелли ҫипе хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна кайран сӳрек ҫине карса, касса илсе кӑнча тӑваҫҫӗ, пир станӗ ҫине кумаҫҫӗ.
Пӗветнӗ ҫип — сӑрӑланӑ ҫип. Курӑк тымарӗсене вӗретсе пӗветеҫҫӗ. Пӗветнӗ ҫипрен улача пир тӗртеҫҫӗ.
Ҫӑм ҫиппи — шерстяные нитки. Ҫӑм ҫиппине ҫӑмран арлаҫҫӗ. Сурӑх ҫӑмне ҫулталӑкра икӗ хут касаҫҫӗ. Ҫурхи, кӗрхи сурӑх ҫӑмӗ. Ҫӑма алпа, ытларах машинӑпа тапаҫҫӗ, пӗрчӗн-пӗрчӗн туртса хӑлтӑран тасатаҫҫӗ, кӗҫҫинчен уйӑраҫҫӗ.
Тапнӑ ҫӑм сӗвемне кӗнчеле ҫине ҫыхса арлаҫҫӗ. Хура ҫӑм ҫиппи /ҫ.ҫ./, шурӑ ҫ.ҫ., кӑвак /серый/ ҫ.ҫ. Арланӑ ҫипрен /ытларах ҫуманнинчен/ сукна тӗртнӗ. Халӗ чӑлха-нуски, кипке-йӗм, ҫӗлӗк-калпак, алсиш-перчетке ҫыхаҫҫӗ. Тӗртсе тунӑ, ҫыхнӑ япаласене вӗри шывра, тӗртсе йӑваласа, кӗҫҫелентерсе ҫӑваҫҫӗ. Ҫапла ҫусан тумтир ҫирӗп пулать, ӑшша лайӑхрах тытать.
Ҫӑмран тата кӗҫҫе, кӑҫатӑ йӑваласа тӑваҫҫӗ.
Ҫӑм таппи — шерстобойка. ӗҫ хатӗрӗ.
Ҫӗрӗ — шпулька. Ӑса ҫине лартакан ҫӗрӗ. Ҫӗрӗ ҫине хӑлтӑрчӑпа ураҫа ҫиппине авӑраҫҫӗ.
Ҫурӑм — кантӑр кӗлти. Икӗ ывӑҫ хаппинчен ҫыхнӑ кӗлте. Пилӗк /5/ ҫурӑм пӗр тӗм.
Ҫыхӑ. Ҫыхса тунӑ тум. — Вязание, плетение. Изготовление одежды. Ҫипрен, пушӑтран, чӗнрен ҫыхнӑ тум.
1. Пӗр пысӑк йӗппе чиксе /чӑваш ҫыххи/ ҫыхнӑ алсиш.
2. Пилӗк йӗппе йӑлласа /пански ҫыххи/ ҫыхнӑ чӑлха-нуски.
3. Икӗ йӗппе е ҫекӗллӗ йӗппе лаптӑкласа ҫыхнӑ ҫи витти.
4. Чӗнрен, пушӑтран шӗшлӗпе чиксе ҫыхнӑ ҫӑпата-пештӗр.
Тӗрӗ — вышивка. Шурӑ пир ҫине урӑхла тӗслӗ ҫиппе, йӗппе ҫӗлесе тӗрлӗ палӑрту, курӑм туни. Тӗрре авалах тӗрлеме пуҫланӑ. Нумай палӑрту паллине халӗ пӗлсе те илеймеҫҫӗ. Авал тӗрӗре ӑрат паллисене, тӗнче, ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсене, тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗке, пурӑнакан вырӑнсене ӳкернӗ. Тӗрӗри паллӑсем тӑмха /тӑмса/ паллисем пулнӑ. Вӗсем тӑрӑх ҫыру ҫырнӑ теҫҫӗ. Халӗ тӗрӗ тумтире, кӗпе-сурпана илемлетекен пуянлӑх.
Вӗтӗ тӗрӗ /т./, шултӑра т., авалхи т., илемлӗ т., палӑртуллӑ т., пуян т., уҫӑ т., хӗреслӗ т., сӑрӑ ӳкерчӗклӗ тӗрӗ. Анатри чӑвашсен тӗрри /ч.т./, тури ч.т., анат енчи ч.т. Ҫармӑссен т., мӑкшӑсен т. Вырӑссен тӗрри сӑрӑ ӳкерчӗклӗ, ҫӗнӗ тӗрӗ. Малтанхи тӗрӗҫӗсем Инди, Перси /Элам/ ҫӗрӗсем ҫинче пурӑннӑ. Вӗсен ӳкерчӗкӗсем ытти халӑх тӗррисем ҫине куҫнӑ, сарӑлнӑ теҫҫӗ.
Тура — гребень, рогатина, чесалка. 1. Пуҫ ҫинчи ҫӳҫе турамалли тура /т./. 2. Кӗнчеле аври ҫине лартнӑ т. — сӳсе, ҫӑлса туртса уҫмалли тура. 3. Сӳсе алӑпа тураса шӑртламалли тура. Йывӑҫ тура, сӳс тури. Кӗнчеле тури.
Турпас — дошечка. Тӑваткал лаптӑк, лапка хӑма. Сарлакӑшӗ, тӑрӑмӗ 6x6 см. Тӑватӑ кӗтессинне тӑватӑ шӑтӑк. Тӑватӑ шӑтӑкне тӑватӑ ҫип тӑхӑнтартаҫҫӗ. Ҫипписене йӑлласа кумаҫҫӗ, пӗр вӗҫне ҫекӗл ҫине, тепӗр вӗҫне пӳрне, ал ҫине илеҫҫӗ.
4-12 е ытла турпас ҫине ҫиппипе кумтараҫҫӗ. Турпасӗсем кӗрӗ вырӑнне. Вӗсене пӗр еннелле ҫавӑра-ҫавӑра ҫипписене уҫаҫҫӗ-хупаҫҫӗ. Ураҫҫи ҫиппине йӗпӗспе чиксе илсе пыраҫҫӗ. Кумнӑ ҫипписем хивреленсе кайсан турпасӗсене каялла ҫавӑрса ҫыхаҫҫӗ. Н.В. Никольский ҫак ӗҫ хатӗрне турпас тесе палӑртнӑ. Ҫапла турпаспа тӗрӗллӗ пиҫиххи ҫыхаҫҫӗ. Ку вырӑс халӑхӗнчен кӗнӗ ӗҫ хатӗрӗ. Пиҫиххи сӑмаха вулӑр.
Тылӑ — мялка, трепалка. Тылӑ, кусла йывӑҫҫи майлӑ, 3-4 ураллӑ. Тылӑ йывӑҫҫи енчӗклӗ лакӑмлӑ.
Хурси авӑрлӑ тӑпсаллӑ. Тылӑ йывӑҫҫин лакӑмне хӗскӗч пек кӗрсе кантӑра /шӑммине/ тыллать, сӳсне уйӑрать. Тылӑ вӑрӑмӗшӗ 3 м таран, ҫуллӗшӗ ҫур метр ытларах. Мӑнкун иртсен, урам типсен, ака уйӑхӗнче кантӑр-йӗтӗне тылланӑ. Ӗҫе уяв пек ирттернӗ, ниме тунӑ, 7-9 тылӑпа пӗлтӗрхи шӳтерсе типӗтнӗ кантӑр, йӗтӗн ҫурӑмсене /кӗлтисене/ тылланӑ, шӑмми-тунине хуҫса-тылласа вакланӑ. Кашта е тылӑ ҫине ҫапса сӳсне уйӑрнӑ. Тылла-тылла сӳсне, шӑркине ҫеҫ хӑварнӑ. Тӗмлесе /5 ҫурӑм сӳсне/ ҫавӑрса сӗвем-кӗнчеле тунӑ.
Сӗвем-кӗнчелесене татах типӗтсен кил /ступа/ ҫинче кисӗппе 4-6 ҫын тӳнӗ. Сӳсе вӗтетнӗ, шӑртланӑ, шӑркинчен тасатнӑ, 2-3 тӗрлӗ сӳс ҫине уйӑрнӑ. /Сӳс сӑмаха вулӑр/.
Йывӑҫ тылӑ, тимӗр тылӑ, юмахри тылӑ.
Тимӗр тылӑ, тылӑ арманӗ — вальцовая мялка. Юмахри тылӑ — лаша евӗр тӗлӗнтермӗш, хӑратмӑш. Урисемпе чупать, хурсипе шатлаттарса йӗрӗхет. Ҫул ҫинчи ҫынна тылласа вӗлерет.
К.В. Ивановӑн «Тимӗр тылӑ» юмахне вулӑр.
Ӳкӗм — счет ниток на мотовиле. Пӗр ӳкӗм — хутӑран тӑватӑ хулӗ /туратти/ ҫине карса ҫаврӑннӑ ҫип тӑршшӗ. Вӑл тӑватӑ хутӑр аври тӑршшӗ /сумлӑ ҫип/.
Хутӑра 2 е 3, е 4 ҫип пӗрчине илсе пӗрле /вӗсене хӑйсем тӗллӗн сум теҫҫӗ/ хутӑрлаҫҫӗ.
Хутӑра ҫиппине /хулӑнӑшне/ пӑхса, тӑватӑ сумлӑ /5-7, 10-18 сумлӑ/ ҫиппе /ӳкӗмпе/ хутӑрлаҫҫӗ. Ҫинҫе, вар пуҫҫи, катан ҫип хутӑрне 20 ытла ӳкӗмрен ытларах та хутӑрлаҫҫӗ.
Ура пусси — пир станӗ ҫинчи хатӗр. Ҫыхӑ — кӗрӗне урапа пусса антармалли хӑмаран тунӑ хатӗр.
Ураҫа, ураҫа ҫиппи — утка. Тӗртекен пир ҫине ӑслапа урлӑ хывакан ҫӗрӗ ҫинчи ҫип.
Урмак — стан. 1. Пир ҫинчи урлӑ ҫип. Урмак ҫиппи. 2. Авалхи пир тӗртмелли хатӗр. Пир вырӑнӗ. Манӑҫа тухнӑ сӑмах. Ҫын хушамачӗ-ячӗсенче кӑна сыхланса юлнӑ. Вӑтам Азире, казахсен ҫӗршывӗнче паянхи кун та ҫипрен пир тӗртмелли хатӗр.
Хачӑ — ножницы. Тӗрӗк чӗлхинче кайчы. Тува — хачы. Хачӑ пир-авӑра /ытти япалана/ икӗ ҫӗҫҫипе хӗстерсе касмалли хатӗр. Хачча 3,5 пин ҫул каярах тума вӗреннӗ тесе шутлаҫҫӗ. Малтан сурӑх ҫӑмне касмалли ункӑллӑ /пружинӑллӑ/, унтан /1,0 пин ҫул каярах/ ҫӗҫҫисен кӑчанӗ тӗлне пӑта лартса, хӗскӗч авӑрлӑ, ункӑланӑ хачӑсене тума вӗреннӗ тесе шутлаҫҫӗ. Хачӑсем тӗрлӗ пулаҫҫӗ. Килте усӑ куракан хачӑ /у.к.х./. Ҫӗвӗҫ у.к.х., тимӗрҫӗ у.к.х. Тимӗрҫӗ тунӑ х. Фабрика кӑларнӑ х. Чӑвашсем XX ӗмӗрччен тимӗрҫӗ т.х. усӑ курнӑ.
Хӑйӑ — отщеп, ощеп. Пир тӗртнӗ стан ҫинчи, кумнӑ кӑнча ҫипписене икӗ пая уйӑрса хӑйса, сарса тӑракан патак е турпас чӗлли, чӗрӗнчӗк.
Хӑлтӑ – хӑлтӑрчӑ.
Хӑю — тесьма, лента. Ансӑр тӗртнӗ е ҫурса-чӗрсе илсе пиҫиххиленӗ пир чӗлли.
Кӗпе арки ҫине хӑю тытнӑ. Пилӗке хӑю пиҫиххи ҫыхнӑ. Яркӑчӗ ҫумне тӗрӗлесе ҫыхнӑ /тӗртнӗ/ хӑюсем ҫакнӑ. Краҫҫын лампине хӑю чиксе ҫунтараҫҫӗ.
Хӑлтӑрчӑ — скальница. Хӑлтӑр, хӑлтӑ, хӑлтӑрч, хӑлтӑрӑч, хӑлтӑрҫӑ. Ураҫӑ ҫиппине ҫӗрӗ ҫине авӑрламалли хатӗр, механизм. Хӑлтӑрчӑн лаппи, лаппи ҫинче тӑракан юпписем, сунтӑхӗ, юпписем ҫине хывнӑ урапаллӑ /маховик/ йӗки пур. Йывӑҫ йӗки пуҫӗнче ҫӗрӗ тӑхӑнтартмалли тимӗр сӑмси, тимӗр йӗки ҫапӑнса тӑрать.
Тимӗр сӑмси ҫине ҫӗрӗ тӑхӑнтартса лартаҫҫӗ, ун ҫине алӑпа хӑлтӑрчӑ йӗкине ҫавӑрса ӑса ҫине лартмалли ҫипе авӑрласа тултараҫҫӗ. Ӑса сӑмаха вулӑр.
Хӗҫ — бердо, гребень /ученӑйсем хӗс сӑмахран пулнине йышӑнмаҫҫӗ/. Пир тӗртнӗ ҫӗрте ураҫа ҫиппине тӗртсе хӗстермелли тура евӗр хатӗр. Ҫиппи тӑрӑх, шутлӑ шӑллӑ. Шӑлӗсене енчӗклесе тунӑ йывӑҫ рамӑсене лартса пуҫтараҫҫӗ. Ураҫа ҫиппине, ӑслапа туртса хывсан хӗҫпе туртса пир ҫине хӗстереҫҫӗ, ура пуссипе кӗрӗне улӑштарса кӑнча ҫиппине /сӗне/ хупса тытсан ӑсине тепӗр еннелле ывӑтса, хӗҫе каялла тӗртсе кӑлараҫҫӗ. Каллех ура пусса ураҫи ҫиппине хурса хӗҫпе хӗсеҫҫӗ. Ҫапла пир тӗртеҫҫӗ.
Хивсе — пришва, пришвица, притужальник. Пир станӗ ҫинче тӗртнӗ пире авӑрса туртса тӑракан йӗтӗр, валик. Варринче — пире кӗртсе хӗссе ҫавӑрма — тӑрӑхла ҫурса каснӑ хушӑ пур. Йӗтри валӗ пуҫӗнче, туя лартмалли тӑватӑ шӑтӑклӑ купташка пур. Хӗснӗ пире туртса тӑма купташкари шӑтӑка туя /стан туйине/ тирсе тӑхӑнтартаҫҫӗ. Хивсе хулӑнӑшӗ 6-7 см, урлӑшӗ станран 20-30 см сарлакарах.
Хивсе туйи — рычажок, балка. Шӗшкӗ туя. Хулӑнӑшӗ 2 см, вӑрӑмӑшӗ 120-130 см.
Хур — локоть, мера длины. Пӗр хур — 40 см. Хальхи йышӑнупа — 50 см.
Хутӑр — 1. Моток пряжи. 2. Мотовило. Ҫип карса авӑрмалли хатӗр. Туратлӑ хутӑр /х./, икӗ хутлӑ х. Ҫунатлӑ х. Ҫунатлӑ хутӑра тата ян йывӑҫҫи теҫҫӗ. Ҫунатлӑ хутӑрпа, ҫунӑ ҫипе хутӑр карса ҫӑмха е кӑшкар ҫине сӳтсе ҫӑмхалаҫҫӗ.
Чавса — локоть. Хур сӑмаха вулӑр.
Чӑпта — куль. Курӑсран ҫапнӑ /тӗртнӗ/ чӑпта. Чӑпта /ч./ миххи. Ч. станӗ, ч. йӗппи, ч. йӗпесси, ч. хӗҫӗ, ч. патакки, ч. мунчали, ч. чӗркенчӗкӗ, ч. ҫапаканӗ, ч. лентине, чӗлӗхнӗ чӗрекенӗ, ч. хуппи, курӑсне сӗвекенӗ, ч. миххине ҫӗлекенӗ, ч. миххине ҫӗлемелли пысӑк йӗп.
Шӑлтӑрма — блок. Пир станӗ ҫинчи кӗрӗ кантрине тытса, кустарса тӑракан урапа.
Шӑрт — щетка, чесалка, щетина. Сӳсе шӑртламалли, тураса тасатмалли, сысна шӑртӗнчен пуҫтарса ҫыхса тунӑ хатӗр. Шӑрт /ш./ аври, ш. тури, ш. ҫи.
Ян йывӑҫҫи, ярӑм йывӑҫҫи — устройство для перемотки пряжи. Сӗнтӗрвӑрри енче ҫунатлӑ хутӑр ятлӑ. Ян йывӑҫҫи — виҫӗ ураллӑ йывӑҫ таканран, хӗресленсе ларакан тӑватӑ ҫунатран, ҫунаттисем ҫине /шӑтӑксем/ чиксе лартнӑ йӗкесенчен тӑрать. Хутӑр сӑмаха вулӑр.
Ярапа — ҫип ҫыххин кӗлти.
Ярӑм — ҫип кӗлтисен ҫыххи, пуххи. Ҫипе шутламалли йӗрке. Ҫил ҫӑмхи, йӗке ҫинчи ҫип.

Усӑ курнӑ литература

  • Чӑвашла-вырӑсла словарь. 1982 ҫ.
  • Русско-чувашский словарь. 1971 г.
  • Н.И.Ашмарин. 17 томлӑ словарь.
  • М.Р.Федотов. Этимологический словарь чувашского языка. 1996 г.
  • Краткая чувашская энциклопедия.
  • Чуваши. Этнографическое исследование. 1956 г.
  • Н.В.Никольский. Собрание сочинений. тт. 2004 г.
  • Русский традиционный быт. Энциклопедический словарь. 2003 г.
  • Основы художественного ремесла. В.А.Барадулин, О.В.Танкус. 1978 г.
  • Политехнический словарь. 1976 г.
  • В.И.Даль. Толковый словарь. 4 тома - 1.
  • В.В.Богданов, С.Н.Попова. Истории обыкновенных вещей. 1992 г.

Ӳкерчӗкӗсене асӑннӑ кӗнекесенчен илнӗ тата автор ӳкернӗ.

Хатӗрлекенӗ

Никифор Наумов. «Хыпар», 2007 ҫ., 236, 238-240 №.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-27 23:04:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10700 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем